filmov
tv
Чăваш Наци конгресĕ 25 çул тултарчĕ

Показать описание
Чăваш наци конгресĕн вуннăмĕш аслă пухăвĕ вара Чăваш патшалăх академи театрĕнче иртрĕ. Наци конгресĕн юбилейне – чĕрĕк ĕмĕрне - паллă тунă май ентешсем йывăрлăхсемпе çитменлĕхсене пĕтермелли çул-йĕр çинчен калаçрĕç. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăнасене инçе çула пăхмасăр Шупашкара килме май тупнăшăн тав турĕ. Хăй енчен чăвашлăха аталантармашкăн май пур таран пулăшма шантарчĕ.