Александр Васильев - 'Сарпикеçĕм'

preview_player
Показать описание
САРПИКЕÇĔМ
кĕвви П.Романовăн сăвви А.Васильевăн

Çутă, çутă çăлтăр витĕр
Килтĕн манăн пурнăçа
Телее санра шырарăм
Эп çухатрăм канăçа

Х.ю.:
Сарпикеçĕм, сарпикеçĕм
Чунăмри сÿнми кăвар
Сарпикеçĕм,сарпикеçĕм
Чĕрене эс ан çунтар

Эс çуккишĕн тунсăхлаççĕ
Кайăксем ав, катара
Чечексем çеçке çурмаçĕ
Иккĕн ларнă пахчара

Х.ю.:

Чĕрере, эс чĕртнĕ çулăм
Шĕл кăваррăн ялкăшать
Пĕр сана кĕтет ман чунăм
Ман чĕрем санах савать

Х.ю.:
Рекомендации по теме