filmov
tv
Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене саламларĕç

Показать описание
Нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунне уявлаççĕ. 1922-мĕш çулта çирĕплетнĕ ăна. Малтан Хĕрлĕ Çар, унтан совет çарĕпе тинĕс флочĕн кунĕ пек паллă тунă. Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче çĕршыв хӳтĕлевçисене, ветерансене уявпа саламларĕç. Тăван çĕршыв, патриотлăх, чыс - тата ытти ăнлав пĕлтерĕшĕ хальхи вăхăтра нихçанхинчен вăйлăрах. «Чăваш Енре пурăнакансем çĕршыв ырлăхĕшĕн яланах тивĕçлипе вăй хурса ĕçленĕ. Пирĕн ентешсем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче паттăррăн çапăçнă. Вырăнти çар хирĕç тăрăвĕсенче наци интересĕсене харсăррăн хӳтĕленĕ. Сумлă ветерансен паттăрлăхне эпир яланах асра тытса пурăнăпăр. Асра тытăпăр тата мăнаçланатпăр, çав паха тĕслĕхпе çамрăксене пăхса çитĕнтерес ĕçре анлăн усă курăпăр», – терĕ республика ертӳçи уява пухăннисене саламланă май. Çапăçусенче пиçĕхнĕ мухтавлă аслă ăрăвăн чи лайăх йăли-йĕркине хальхи несĕлсем малалла тăсаççĕ. Кадетсемпе çамрăк армеецсем, шырав отрячĕсен тата çарпа патриотлăх клубĕсен пархатарлă ĕçне хутшăнакан çамрăксем ырă тĕслĕх илеççĕ