Александр Васильев - 'Аннеçĕм, анне'

preview_player
Показать описание
(Кĕвви С. Толстовăн - Сăмахĕсем А.Чебанован.) АННЕÇĔМ
кĕвви С. Толстовăн
сăвви А.Чебановăн

Аннеçĕм, ах анне, ан айăпла пире
Килтен тухса кайса çÿренĕрен çĕтсе
Сана сума суса, чун-чĕререн кÿтсе )
Юрлатăп çак юрра, аннеçĕм, сан умра ) 2 х

Ку юрă ман парне, сана валли анне
Аннеçĕм, ах анне ,ан айăпла пире
Çуралнă кил-çуртра эп пулнăран сайра )
Чун-чĕресем пĕрле, çулсем ытла инçе ) 2 х

Сана курас килсен хуткупăса илсе
Юрлатăп çак юрра хурланнă вăхăтра
Аннеçĕм, ах анне, ан айăпла пире )
Чун-чĕресем пĕрле, çулсем ытла инçе ) 2 х
Рекомендации по теме